Чӑваш Енре кӑмпа ҫисе наркӑмӑшланнӑ 13 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Катастрофа медицинин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хырӑмлӑхне тасатса пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти хӗрарӑм кӑмпа ҫисен хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн пуҫӗ ҫаврӑннӑ, куҫӗ хуралса килнӗ, кӑмӑлӗ пӑтраннӑ. Вӑл шыв нумай ӗҫсе хырӑмлӑхне тасатнӑ, анчах ку пулӑшман. Ҫавӑнпа вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Етӗрне районӗнче харӑсах 3 ҫын наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем пӗр сӗтел хушшинче кӑмпа ҫинӗ. Вӗсене те пӗрремӗш медпулӑшу парса пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк ҫухату пулса иртнӗ. Асӑннӑ ял урамӗпе пыракан «Ford Focus» автомобиль хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, юпа тӳнсе кайнӑ.
Водитель пирки кипкепе ҫуралнӑ теме юрать. Вӑл инкекре чӗрех тӑрса юлнӑ. Унӑн арӑмӗ вара вилмеллех аманнӑ.
Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн юнӗнче 0,8 мг/л спирт тухнӑ.
Арҫыннӑн 30 ҫулти мӑшӑрӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна пырса ҫитиччен вилсе кайнӑ.
Спидометрӑн стрелки тӑрӑх хакласан, водитель автомобиле сехетре 90 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 11 сехетре Вӑрмар районӗнче тин пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр турттаракан машина аварие ҫакланнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Водитель Кавал ялне кӗнӗ ҫӗрте руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать-ха, водитель аманман, хӑйне чиперех туять.
Паян тепӗр авари Етӗрне районӗнче пулнӑ. Кӑнтӑрла иртсен, 13 сехет тӗлне, ҫӑмӑл машина Етӗрне хулинчен тухсанах ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Суйлав тесен те темӗн те тӑвӑн тесси ҫеҫ юлать пулӗ ҫав. Авӑн уйӑхӗнче суйлав ҫывхарать те, депутат пулас ӗмӗтлӗ кандидатсем те, вӗсене майлисем те канӑҫа ҫухатнӑ темелле.
«Район (сӑмах Красноармейски районӗ пирки пырать. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов оргпайра тӗп специалист-эксперт пулса ӗҫленӗ хӗрарӑма ӗҫрен кайма хистенӗ, мӗншӗн тесен унӑн упӑшки КПРФ ячӗпе Депутатсен районти пухӑвне суйланма регистрациленнӗ», – тесе пӗлтернӗ Александр Андреев коммунист. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра хыпарланӑ.
Кузнецов маларах эпир асӑннӑ кандидатӑн арӑмӗн ӗҫ пӳлӗмне темиҫе те кӗрсе тухнӑ имӗш, ӑна вӑл упӑшки депутат пулма суйлава ан хутшӑнтӑр тесе ӳкӗте кӗртме пӑхнӑ. «Тӳре-шаран тыткаларӑшӗ пирки прокуратурӑна евитленӗ», — тенӗ Андреев.
Етӗрне районӗнче вара ЧР Патшалӑх Канашне суйланас ӗмӗтлӗ КПРФ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Николай Федоров наганпа ӳкерӗннӗ, видеона хӑйӗн партийӗшӗн сасӑлама ыйтса Интернета вырнаҫтарнӑ. Ку эстремизм мар-и тесе йӗрке хуралҫисене ҫӑхавлакансем тупӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла Етӗрне районӗнчи Лапракасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын путса вилнӗ. Тивӗҫлӗ канурискер ӳсӗр пулнӑ.
Арҫын Вылӑ юханшывӗнче шыва кӗме хӑтлӑлатман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Хӑй ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер путнӑ. Водолазсем унӑн виллине тупнӑ. Халӗ следстви мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 26 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын рак тытнӑран ята кӗнӗ. Асӑннӑ ҫын рак тытмалли хатӗрсене Сӑр юханшывӗнче 5 штук таран лартса тухнӑ. Шучӗпе вара кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен раксене тытма юрамасть.
Апла пулин те арҫын пурӗ 191 рак тытнӑ. Ҫапла вара вӑл юханшыва 40 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Полицейскисем рак тытмалли хатӗрсене туртса илнӗ, раксене шыва янӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа браконьера икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.
Етӗрне районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма урнӑ тилӗ ҫыртнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне хулинчи Тимерязев урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ҫӳп-ҫап йӑтса тухнӑ. Хайхискер контейнер патӗнче тилӗ ларнине курнӑ. Чӗрчун ӑна тапӑннӑ та ҫыртса илнӗ.
Хӗрарӑм районти пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ. Ҫав кунах контейнер патӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ӑна хутаҫа чиксе тӗпчев тума янӑ. Вырӑна дезинфекциленӗ. Халӗ паллӑ: тилӗ чӑнах та урнӑ чирпе аптӑранӑ.
Хӗрарӑм ҫавӑн пек хӑвӑрт ҫуратассине шутламан-тӑр. Вӑл васкавлӑ медпулӑшӑва утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 19 сехет те 45 минутра шӑнкӑравланӑ. Хӑй – Етӗрне районӗнчен.
Хӗрарӑм тухтӑрсене кӗтсе илеймен – мунчарах ҫӑмӑлланнӑ. Вӑл 5-мӗш ачине кун ҫути кӑтартнӑ. Тухтӑрсем ҫул ҫинче хӗрарӑмӑн тӑванӗсемпе телефонпа калаҫсах тӑнӑ, мӗн тумаллине вӗрентнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал экстреннӑй медицина ӗҫченӗсем 15-мӗш ҫавнашкал хӗрарӑма пулӑшнӑ.
Ҫӗршыври паллӑ рэпер тата видеоблогер, Моргенштерн, хӑйӗн хӗрӗпе Диаларӑпа Чӑваш Ен урлӑ иртнӗ чухне Етӗрне районӗнчи ял ятне асӑрханӑ. «Сучково» текен чарӑнура унӑн хӗрӗ тӗрлӗ майлӑ тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ.
Моргенштерн — Алишер Валеевӑн хушма ячӗ. Вӑл «Ютубра» «Morgenshtern» каналти «Изирэп» проектпа палӑрнӑ. Алишер 1998 ҫулта Ӗпхӳре ҫуралнӑ.
Сучково — Етӗрне ҫывӑхӗнчи поселок. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Етӗрне ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хӑйӗн ялӗсемпе паллаштаракан хыпара ӗненсен, Сучково поселокӗнче пӗтӗмпе те 9 кил ҫеҫ.
Александр Химушин паллӑ этнофотограф ЮНЕСКОн штаб-хваттерӗнчи курава хатӗрленнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «The World in Faces» куравра 170 ӗҫпе паллашма май килӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем ҫынсемпе паллаштарӗҫ. Таймырпа Ҫӗнӗ Гвинейӑри Папуаран тытӑнса Етӗрне районӗнчи Орапакасси таранах. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӑлнӑ курава Тӗнчери тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне (кун пирки Пӗрлештернӗ Нацисен организацийӗн Ассамблейи хӑйӗн 74-мӗш сессийӗнче йышӑннӑ. Ҫав тапхӑра 2022 ҫултан 2032 ҫулччен тесе йышӑннӑ) халалланӑ.
Курав авторӗ Александр Химушин юлашки 9 ҫулта тӗнчери 85 ҫӗршывра пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫулла вӑл Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ.
Курав уҫнӑ чухне чӑваш наци юррисем шӑранна. Вӗсене «Diva Ethno Future Sound» ушкӑн янӑратнӑ. Этно-ушкӑнӑн ертӳҫи — Руслан Соловьев музыкант. Вӑл Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнать. Вӑл хӑйӗн маттур та пултаруллӑ, талпӑнуллӑ та ӑста ушкӑнӗпе чӑваш халӑх юррисене ҫӗнӗлле янӑратать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |